Чăваш чĕлхин ячĕпе пĕр пулар!

Чăваш чĕлхин ячĕпе пĕр пулар!

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхин кунĕ. Çак куна халалласа паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче,  Елчĕк муниципалитет округĕнчи Патреккелти тĕп шкулта чăваш чĕлхин уявĕ иртрĕ.  Уява 7-мĕш класра вĕренекенсем М. Миллинăпа Э. Быкова ертсе пычĕç. Вĕсем пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕç.  Илемлĕ сăмах ăстисем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем каласа чĕрене хумхантарчĕç, ташăçăсем тĕрлĕрен ташăпа куракансене килентерчĕç, шкулти «Театр тĕнчи» драма кружокне çÿрекенсем И. Яковлевăн калавĕсем тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Малалла уявра ачасем  «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-викторинăра тупăшрĕç, чĕлхе çинчен, чăвашсен паллă çыннисем, вĕсен пултарулăхĕ пирки нумай çĕннине пĕлчĕç.


Фотогалерея