Округри «Чăвашри ачалăх тĕнчи» инсценировкăсен конкурсĕ

Округри «Чăвашри ачалăх тĕнчи» инсценировкăсен конкурсĕ

      Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейри Çемье, Чăваш Енри экологи культурин çулталăкне халалласа  Елчĕк округĕнче «Чăвашри ачалăх тĕнчи» И.Я. Яковлевăн тата Г.Н. Волковăн калавĕсем тăрăх лартнă чи лайăх инсценировкăсен конкурсĕ пулса иртрĕ. 

     Конкурса Патреккелĕнчи тĕп шкулта «Театр тĕнчи» драма кружокне çÿрекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем Иван Яковлевăн «Чăлха çыхни» тата «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировка кăтартрĕç. Вылякансем – И.Воронцов, Д. Максимова, К. Львова тата А. Кудряшов рольсене ăста калăпларĕç. Ачасене хатĕрлекенсем - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И.В. Ванюшина тата музыка предметне вĕрентекен Т. В. Никифорова.  Ушкăн конкурсра хăйсен çулĕнчи ачасем хушшинче пěрремĕш вырăн илме пултарчĕ


Фотогалерея